В разделе материалов: 15 Показано материалов: 11-15 |
Страницы: « 1 2 |
Тавтапуҫах куккукне Ҫич ҫӑмарта тунӑшӑн. Тавтапуҫах купӑсҫине Пире ташлаттарнӑшӑн.
Уйӑх та пур, хӗвел те пур Ҫӗре ҫутатаканни. Юрӑ та пур, ташӑ та пур Пире килӗшекенни.
Сётел тӑваткӑл пулать, Ури тӑваттӑ пулать. Эпир кунта ташлани Ёмёр асӑнма юлать.
Мана анне юратать, Ялан ырӑ ҫеҫ сунать. Эп ташлама тухсассӑн Мана пӑхса савӑнать.
Улма йывӑҫ лартаҫҫӗ Улми пулмасассӑн та. Ёҫчен ҫынна юратаҫҫӗ Хитре пулмасассӑн та.
Ҫӳлте ҫӑлтӑр нумаййипе Пёлёт авӑнса тӑрать. Алӑ ҫупса ташланипе Чунӑм савӑнса тӑрать.
Ҫырла тесе ма калас? Ҫеҫки ҫинче хӗрлӗрен. Чипер тесе ма калас? Пит ҫӑмарти хӗрлӗрен.
Кӑвак тутӑр та пулать, Хёрлё тутӑр та пулать. Вӑйҫӑ нумай каласан Ывӑнма та пултарать.
Гармонистӑн пӳрнисем Вылянарах тӑраҫҫӗ, Ҫавӑнпа та гармониста Юратарах параҫҫӗ.
|
Эп юрлама тухатӑп. Эп ташлама тухатӑп. Хамӑн юррӑм — ташшӑмпа Сире савӑнтаратӑп.
Симӗс курӑк хушшинче Ҫарран ҫӳрес килетман. Сирӗн ума тухсассӑн Юрлас — ташлас килет ман.
Юрлама та юратап, Ташлама та юратап. Пуринчен те ытларах Эпӗ сире юратап.
Ташласшӑн та марччӗ эп, Юрласшӑн та марччӗ эп. Купӑс хаваслӑ калать, — Чӑтса тӑраймастӑп эп.
Тухатӑп, тухатӑп, Сирӗн ума тухатӑп. Ытла нумай ташламастӑп, Кӑмӑл туса паратӑп.
Эп ташлама тухатӑп, Алӑ ҫупма ыйтатӑп. Ташламанни нумай пулать, Вӑтанма пултаратӑп.
Симӗс курӑк ҫийӗнче Ҫарран ҫӳрессӗм килет. Алӑ ҫупсан — ҫупмасан та, Ҫавах ташлассӑм килет.
Тӑпӑр— тӑпӑр тутарать, Хӗрӗ маттур, пултарать. Пӑхса тӑракансене Савӑнтарма пултарать.
Шыва кайма мӗн лайӑх? Мӑшӑр витре пит лайӑх. Хирӗҫ тӑрса ташлама Чипер хӗрсем пит лайӑх.
|
Шурӑ кёпе тӑхӑнтӑмӑр, Хёрлё саппун ҫакрӑмӑр, Юрлама та ташлама Сирён ума тухрӑмӑр.
Урай хӑми вӑрӑм пултӑр, Вӑрӑм та яка пултӑр. Пирӗн ташӑ хитре пултӑр, Сирӗн кӑмӑла кайтӑр.
Сар чечекне татар — и? Татса кӑшӑл тӑвар — и? Хамӑр юрӑ — ташӑпа Сире савӑнтарар — и?
Хирти сарӑ чечекпе Пӗрлех шӑтса ӳсрӗмӗр. Ҫавӑнпа та чечек пек Ытла хитре пултӑмӑр.
Анне мана каларӗ: "Хитре тутӑр ҫых, — терё. — Халӑх умне тухсассӑн Савӑнӑҫлӑ пул", — терӗ.
Мана анне ҫуратнӑ Ҫӗр ҫинче телей курма. Юрлама та ташлама, Ҫынсене савӑнтарма.
Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ, Ытла лайӑх вылян эс. Ытла лайӑх выляса Пире савӑнтаран эс.
Уйӑх тулнӑ, уйӑх тулнӑ, Уйӑх тулнӑ тахҫанах. Тус—тантӑшпа ташлама Ёмӗтленнё тахҫанах.
Эп хаваслӑ, эп хаваслӑ, Эп хаваслӑ хёр ача. Эп хаваслӑ пулмасан Ташламастӑп ҫакӑнта.
|
Так-так-так иккен, Такмак тени çак иккен, - Такмакласа ташлама Ташă ăсти çук иккен!
Так-так-так иккен, Ташă ăсти пур иккен, - Такмакласа ташлама Туртăмĕ те пур иккен!
Так-так-так иккен, Такмак пыл та çу иккен, - Такмакласа ташламасан, Ташă теме çук иккен!
|
9 Мая - День легендарной победы над фашизмом во Второй Мировой войне и День памяти погибших воинов. Этот День Великой Победы празднуют не только ветераны Великой Отечественной войны, но и их дети, внуки, правнуки. День победы - как он был от нас далек... Прошло уже несколько десятков лет с той страшной войны, но никто не забыт и ничто не забыто! Мы будем вечно чтить павших в те годы, защищая свою родину, детей и потомков. Песни о войне - это та скорбь и боль, которую мы до сих пор переживаем, храним в сердцах, любим и уважаем! Мирного неба всем нам и нашим детям!
|
|