Шурӑ кёпе тӑхӑнтӑмӑр, Хёрлё саппун ҫакрӑмӑр, Юрлама та ташлама Сирён ума тухрӑмӑр.
Урай хӑми вӑрӑм пултӑр, Вӑрӑм та яка пултӑр. Пирӗн ташӑ хитре пултӑр, Сирӗн кӑмӑла кайтӑр.
Сар чечекне татар — и? Татса кӑшӑл тӑвар — и? Хамӑр юрӑ — ташӑпа Сире савӑнтарар — и?
Хирти сарӑ чечекпе Пӗрлех шӑтса ӳсрӗмӗр. Ҫавӑнпа та чечек пек Ытла хитре пултӑмӑр.
Анне мана каларӗ: "Хитре тутӑр ҫых, — терё. — Халӑх умне тухсассӑн Савӑнӑҫлӑ пул", — терӗ.
Мана анне ҫуратнӑ Ҫӗр ҫинче телей курма. Юрлама та ташлама, Ҫынсене савӑнтарма.
Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ, Ытла лайӑх вылян эс. Ытла лайӑх выляса Пире савӑнтаран эс.
Уйӑх тулнӑ, уйӑх тулнӑ, Уйӑх тулнӑ тахҫанах. Тус—тантӑшпа ташлама Ёмӗтленнё тахҫанах.
Эп хаваслӑ, эп хаваслӑ, Эп хаваслӑ хёр ача. Эп хаваслӑ пулмасан Ташламастӑп ҫакӑнта.
|