Эп юрлама тухатӑп. Эп ташлама тухатӑп. Хамӑн юррӑм — ташшӑмпа Сире савӑнтаратӑп.
Симӗс курӑк хушшинче Ҫарран ҫӳрес килетман. Сирӗн ума тухсассӑн Юрлас — ташлас килет ман.
Юрлама та юратап, Ташлама та юратап. Пуринчен те ытларах Эпӗ сире юратап.
Ташласшӑн та марччӗ эп, Юрласшӑн та марччӗ эп. Купӑс хаваслӑ калать, — Чӑтса тӑраймастӑп эп.
Тухатӑп, тухатӑп, Сирӗн ума тухатӑп. Ытла нумай ташламастӑп, Кӑмӑл туса паратӑп.
Эп ташлама тухатӑп, Алӑ ҫупма ыйтатӑп. Ташламанни нумай пулать, Вӑтанма пултаратӑп.
Симӗс курӑк ҫийӗнче Ҫарран ҫӳрессӗм килет. Алӑ ҫупсан — ҫупмасан та, Ҫавах ташлассӑм килет.
Тӑпӑр— тӑпӑр тутарать, Хӗрӗ маттур, пултарать. Пӑхса тӑракансене Савӑнтарма пултарать.
Шыва кайма мӗн лайӑх? Мӑшӑр витре пит лайӑх. Хирӗҫ тӑрса ташлама Чипер хӗрсем пит лайӑх.
|