Ма мунча хутаççĕ ши? Ма вĕри тăваççĕ ши? Ырлăх çинчен хурлăх курма Ма качча каяççĕ ши?
Эпир мунча хутас çук! Эпир вĕри тăвас çук! Ырлăх çинчен хурлăх курма Эпир качча каяс çук!
Савни терĕм, савни терĕм, Савни саватни терĕм. Савмасасăн ан сав терĕм, Урăххи савать терĕм.
Пĕр грамм, ик грамм, Виççĕмĕшĕ - килограмм. Паян савни килмесессĕн Çаптаратăп телеграмм.
Тăпăртăк, тăпăртăк, Тăпăртатма килнĕ эпир. Ĕçке-çикĕ килте те пур, Савăнмалла килнĕ эпир!
Ах, чух, кăрчами, Пуçа кайрĕ пулмалла. Вунçич çулхи çамрăк ĕмĕр Иртсе кайрĕ пулмалла!
Ах, чух, кăрчами, Нихçан пуçа каяс çук. Вунçич çулхи çамрăк ĕмĕр Нихçан иртсе каяс çук!
Кăтра, кăтра, кăтрашка, Кăтра пулаятăр-и? Пирĕн ялсенн хĕрсем пек Хитре пулаятăр-и?
Источник
|