Сарри саккӑр ташларӗ, Хури тӑххӑр ташларӗ. Эп ни сарӑ, ни хура мар, Ҫавах вуннӑ ташларӑм.
Нумай пулать ҫименни Ҫӗр ҫырли, хӑмла ҫырли. Нумай пулать, юлташсем, Ушкӑнпа ташламанни.
Атьӑр ташша тухар —и? Такмакласа ташлар - и ? Пирён ҫине ял ҫыннисем Ӑшшӑн пӑхса тӑччӑр —и?
Вӗлтӗр — вӗлтӗр вӗҫмешкӗн Вӗрене ҫулҫи мар эпир. Ташламасӑр тӑмашкӑн Начар ҫынсем мар эпир.
Ыраш шӑркана ларсан Ҫара алпа ан тытӑр. Эпир ташлама тухсан Ал ҫупмасӑр ан тӑрӑр.
Шурӑ кӗпе аркине Сарлакарах тӑвӑр - ха. Халӑх умне тухсассӑн Савнӑҫлӑрах пулӑр — ха.
Утӑ ҫулма тухсассӑн Ҫаврӑнмасӑр ҫулас мар. Сирӗн ума тухсассӑн Ташламасӑр тӑрас мар.
Алкум вӗҫне шӑлӑр —ха, Симӗс курӑк шӑттӑр —ха, Ик еннелле тӑрӑр — ха, Такмакласа ташлӑр — ха.
Атте мана каларӗ: — Савӑнӑҫлӑ пул, — терӗ. — Шывра пулӑ мӗнле вылять, Ҫавӑн пек ташла, — терӗ.
Источник
|