Эпир апла марччӗ — ҫке, Эпир капла марччӗ — ҫке. Ушкӑнпа пӗрле тӑрсан Пит пултараканччӗ — ҫке.
Тӑпӑр —тӑпӑр тӑпӑртӑк, Тӑпӑртатма килнӗ эпир. Ёҫме — ҫиме килте те пур, Савӑнма килнӗ эпир.
Анне тунӑ — ши мана? Атте тунӑ — ши мана ? Ҫав тери хаваслӑ пулма Турӑ ҫырнӑ —ши мана?
Утӑ капан тӑррине Ҫил вӗҫтере пуҫларё. Юлташ ташла пуҫларё те Чун савӑнма пуҫларӗ.
Симӗс курӑк сухан мар, Таптасан та ним те мар. Эпир кунта ют ҫын мар, Ташласан та ним те мар.
Ярӑм — ярӑм шӑрҫине Ярӑнтарса ярар — и ? Пӑхса тӑран ҫынсене Тӗлӗнтерсе ярар — и?
Пӗрре мала ярса пус, Пӗрре калла ярса пус. Ташӑ пӗлмен ҫынсенне Ури ҫине пырса пус.
Пулӑҫ пулӑ юратать, Пулли шыва юратать. Ури ташша юратать, Алли ҫупма юратать.
Улма сутакан та пур, Улма илекен те пур. Пиртен анчах ан кулӑр, Сиртен кулакан та пур.
|