Симӗс - симӗс, ешӗл— ешёл Сӗм вӑрманӑн ҫулҫисем. Нумай — нумай аса килӗҫ Юрласа ташланисем.
Сикӗр — сикӗр шывалла Шыв сирпӗнсе тӑмалла. Ташлӑр халӗ ташшине Ҫын тёлӗнсе тӑмалла.
Ташласан — ташланӑ пек, Юрласан — юрланӑ пек. Ташламасан, юрламасан Хӑнара та пулман пек.
Савӑнмалла, савӑнмалла, Савӑнӑҫлӑ пулмалла, Ҫунса тӑран чӗрене Ташласа пусармалла.
Чӳречине у ҫ ӑ р - х а, Уҫӑ сывлӑш кӗтӗр — ха. Пире такмак калама та Кӑштах ҫӑмӑл пултӑр - х а.
Юман — и сирӗн урай? Ҫ ӑ к а - и сирён урай? Эпир ташша тухсассӑн Чӑтайё — и сирӗн урай?
Ши — ши — ши вара, Ҫумӑр ҫӑвать — ш и вара? Эпир кунта ташланӑшӑн Намӑс пулать — ш и вара?
Кӗрен чечек тухасса Май уйӑхчен кётрӗмёр. Сирӗнпеле ташласса Паян кунччен кӗтрёмёр.
Акӑ ёнтё, ҫак ӗнтё, Пӑхса кӑна тӑр ӗнтё. Аллӑм — урам хӗрсе кайрё Чарӑнмалла мар ӗнтё.
|