Ҫитет пулӗ юрласа, Ҫитет пулӗ ташласа. Куракан йӑлӑхрӗ пуль, Калакан ывӑнчӗ пуль.
Лаппи, лаппи, лаппийӗ, Лаппи мӗскер курать — ши Купӑсне калаканнин Алли мӗнле чӑтать — ши?
Саккӑрӑн, саккӑрӑн — Саккӑрӑш те хамӑрӑн. Йёри — тавра пӑхрӑм та: Купӑсҫи те хамӑрӑн.
Купӑсҫине калӑр —ха: Хаваслӑрах калатӑр. Эпӗ такмак каланӑ чух Купӑс уҫҫӑн янратӑр.
Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ, Ытла хитре калан эс. Ытла хитре каланипе Хӑвна юраттаран эс.
Ҫитет пулӗ ташласа, Ҫитет пулӗ юрласа: Намӑса пӗлес пулать, Купӑсҫа шеллес пулать.
Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ, Хӗрхенетӗп эп сана, Хам калама пӗлнӗ пулсан Улӑштарӑттӑм сана.
Кӑвак куҫлӑ купӑсҫи Мӗнле пулма пӗлнё — ши ? Тата ӑна ашшӗ — амӑш Мёнле тума пӗлнӗ — ши?
Каймӑттӑмччӗ вӑрмана - Ҫӗр ҫырлийӗ илӗртет. Тухмӑттӑмччӗ ташлама - Купӑсҫийӗ илӗртет.
Источник
|