Creative Commons Attribution · Лёгкий способ бросить курить · МЕШАЕТ РЕКЛАМА? · Вы вошли как Гость · "Гости" · ЛС() · Выход
Категории раздела

Песни о войне, о Победе [1]
Такмаксен пуххи [11]
Частушки [2]
Песни и стихи о селе [1]
НОВОЕ НА ФОРУМЕ
  • Продаю

  • Наши дети должны жить в здоровом обществе!!!

  • Происшествия в Шихазанах

  • Продаю жилой дом в селе Шихазаны по улице Советская

  • Философия здоровья

  • Требуется врач в г. Канаш

  • Учителя имеют право на льготы

  • Чуваши

  • Чувашская музыка и клипы

  • Продаю жилой дом в селе Шихазаны. Цена 550000 руб.


  • Статистика
    Онлайн всего: 1
    Гостей: 1
    Пользователей: 0


    Рейтинг@Mail.ru

    сегодня
     Каталог статей
    Главная » Статьи » ПЕСЕННИК » Такмаксен пуххи

    В категории материалов: 11
    Показано материалов: 1-10
    Страницы: 1 2 »

    Сортировать по: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

    Такмаксем - Сергей Павлов

    Пÿрт алăкĕ яр уçăлчĕ -
    Тăван килчĕ пулмалла.
    Тухса пăхрăм - савни пулчĕ,
    Хальхи мар, иртни кăна.

    Эй турă, тупата!
    Савсассăн савăнмалла
    Пурнăç тăвалла -
    Пирĕн пĕрле пулмалла.
    Эй турă, тупата!
    Савсассăн савăнмалла
    Пурнăç тăвалла -
    Савнă чухне савмалла.

    Эп ăсатрăм юттине
    "Урăх, тек ан кил," - тесе,
    Вăл каларĕ хăйĕнне
    Çак вăхăтра пиçнине:

    Эй турă, тупата!
    Савсассăн савăнмалла
    Пурнăç тăвалла -
    Пирĕн пĕрле пулмалла.
    Эй турă, тупата!
    Савсассăн савăнмалла
    Пурнăç тăвалла -
    Савнă чухне савмалла.

    Ах, йывăр пуçăма
    Ман чăтса пурăнмалла...
    Хама хам килте хуçа -
    Панă чухне савмалла.

    Эй турă, тупата!
    Савсассăн савăнмалла
    Пурнăç тăвалла -
    Пирĕн пĕрле пулмалла.
    Эй турă, тупата!
    Савсассăн савăнмалла
    Пурнăç тăвалла -
    Савнă чухне савмалла.

    Эй турă, тупата!
    Савсассăн савăнмалла
    Пурнăç тăвалла -
    Пирĕн пĕрле пулмалла.
    Эй турă, тупата!
    Савсассăн савăнмалла
    Пурнăç тăвалла -
    Савнă чухне савмалла.

    Источник

    Такмаксен пуххи · Добавить комментарий (0) · Просмотров: 1382 · Добавил: tihuana · Дата: 09.07.2010 ·

    Такмаксем - Чиперкке

    Ма мунча хутаççĕ ши?
    Ма вĕри тăваççĕ ши?
    Ырлăх çинчен хурлăх курма
    Ма качча каяççĕ ши?

    Эпир мунча хутас çук!
    Эпир вĕри тăвас çук!
    Ырлăх çинчен хурлăх курма
    Эпир качча каяс çук!

    Савни терĕм, савни терĕм,
    Савни саватни терĕм.
    Савмасасăн ан сав терĕм,
    Урăххи савать терĕм.

    Пĕр грамм, ик грамм,
    Виççĕмĕшĕ - килограмм.
    Паян савни килмесессĕн
    Çаптаратăп телеграмм.

    Тăпăртăк, тăпăртăк,
    Тăпăртатма килнĕ эпир.
    Ĕçке-çикĕ килте те пур,
    Савăнмалла килнĕ эпир!

    Ах, чух, кăрчами,
    Пуçа кайрĕ пулмалла.
    Вунçич çулхи çамрăк ĕмĕр
    Иртсе кайрĕ пулмалла!

    Ах, чух, кăрчами,
    Нихçан пуçа каяс çук.
    Вунçич çулхи çамрăк ĕмĕр
    Нихçан иртсе каяс çук!

    Кăтра, кăтра, кăтрашка,
    Кăтра пулаятăр-и?
    Пирĕн ялсенн хĕрсем пек
    Хитре пулаятăр-и?

    Источник

    Такмаксен пуххи · Добавить комментарий (0) · Просмотров: 1442 · Добавил: tihuana · Дата: 09.07.2010 ·

    Такмаксем - 9

    Ҫитет пулӗ юрласа,
    Ҫитет пулӗ ташласа.
    Куракан йӑлӑхрӗ пуль,
    Калакан ывӑнчӗ пуль.

    Лаппи, лаппи, лаппийӗ,
    Лаппи мӗскер курать — ши
    Купӑсне калаканнин
    Алли мӗнле чӑтать — ши?

    Саккӑрӑн, саккӑрӑн —
    Саккӑрӑш те хамӑрӑн.
    Йёри — тавра пӑхрӑм та:
    Купӑсҫи те хамӑрӑн.

    Купӑсҫине калӑр —ха:
    Хаваслӑрах калатӑр.
    Эпӗ такмак каланӑ чух
    Купӑс уҫҫӑн янратӑр.

    Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ,
    Ытла хитре калан эс.
    Ытла хитре каланипе
    Хӑвна юраттаран эс.

    Ҫитет пулӗ ташласа,
    Ҫитет пулӗ юрласа:
    Намӑса пӗлес пулать,
    Купӑсҫа шеллес пулать.

    Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ,
    Хӗрхенетӗп эп сана,
    Хам калама пӗлнӗ пулсан
    Улӑштарӑттӑм сана.

    Кӑвак куҫлӑ купӑсҫи
    Мӗнле пулма пӗлнё — ши ?
    Тата ӑна ашшӗ — амӑш
    Мёнле тума пӗлнӗ — ши?

    Каймӑттӑмччӗ вӑрмана -
    Ҫӗр ҫырлийӗ илӗртет.
    Тухмӑттӑмччӗ ташлама -
    Купӑсҫийӗ илӗртет.

    Источник

    Такмаксен пуххи · Добавить комментарий (0) · Просмотров: 1417 · Добавил: tihuana · Дата: 09.06.2010 ·

    Такмаксем - 8

    Сарри саккӑр ташларӗ,
    Хури тӑххӑр ташларӗ.
    Эп ни сарӑ, ни хура мар,
    Ҫавах вуннӑ ташларӑм.

    Нумай пулать ҫименни
    Ҫӗр ҫырли, хӑмла ҫырли.
    Нумай пулать, юлташсем,
    Ушкӑнпа ташламанни.

    Атьӑр ташша тухар —и?
    Такмакласа ташлар - и ?
    Пирён ҫине ял ҫыннисем
    Ӑшшӑн пӑхса тӑччӑр —и?

    Вӗлтӗр — вӗлтӗр вӗҫмешкӗн
    Вӗрене ҫулҫи мар эпир.
    Ташламасӑр тӑмашкӑн
    Начар ҫынсем мар эпир.

    Ыраш шӑркана ларсан
    Ҫара алпа ан тытӑр.
    Эпир ташлама тухсан
    Ал ҫупмасӑр ан тӑрӑр.

    Шурӑ кӗпе аркине
    Сарлакарах тӑвӑр - ха.
    Халӑх умне тухсассӑн
    Савнӑҫлӑрах пулӑр — ха.

    Утӑ ҫулма тухсассӑн
    Ҫаврӑнмасӑр ҫулас мар.
    Сирӗн ума тухсассӑн
    Ташламасӑр тӑрас мар.

    Алкум вӗҫне шӑлӑр —ха,
    Симӗс курӑк шӑттӑр —ха,
    Ик еннелле тӑрӑр — ха,
    Такмакласа ташлӑр — ха.

    Атте мана каларӗ:
    — Савӑнӑҫлӑ пул, — терӗ.
    — Шывра пулӑ мӗнле вылять,
    Ҫавӑн пек ташла, — терӗ.

    Источник

    Такмаксен пуххи · Добавить комментарий (0) · Просмотров: 1489 · Добавил: tihuana · Дата: 08.06.2010 ·

    Такмаксем - 7

    Эпир апла марччӗ — ҫке,
    Эпир капла марччӗ — ҫке.
    Ушкӑнпа пӗрле тӑрсан
    Пит пултараканччӗ — ҫке.

    Тӑпӑр —тӑпӑр тӑпӑртӑк,
    Тӑпӑртатма килнӗ эпир.
    Ёҫме — ҫиме килте те пур,
    Савӑнма килнӗ эпир.

    Анне тунӑ — ши мана?
    Атте тунӑ — ши мана ?
    Ҫав тери хаваслӑ пулма
    Турӑ ҫырнӑ —ши мана?

    Утӑ капан тӑррине
    Ҫил вӗҫтере пуҫларё.
    Юлташ ташла пуҫларё те
    Чун савӑнма пуҫларӗ.

    Симӗс курӑк сухан мар,
    Таптасан та ним те мар.
    Эпир кунта ют ҫын мар,
    Ташласан та ним те мар.

    Ярӑм — ярӑм шӑрҫине
    Ярӑнтарса ярар — и ?
    Пӑхса тӑран ҫынсене
    Тӗлӗнтерсе ярар — и?

    Пӗрре мала ярса пус,
    Пӗрре калла ярса пус.
    Ташӑ пӗлмен ҫынсенне
    Ури ҫине пырса пус.

    Пулӑҫ пулӑ юратать,
    Пулли шыва юратать.
    Ури ташша юратать,
    Алли ҫупма юратать.

    Улма сутакан та пур,
    Улма илекен те пур.
    Пиртен анчах ан кулӑр,
    Сиртен кулакан та пур.

    Источник

    Такмаксен пуххи · Добавить комментарий (0) · Просмотров: 1503 · Добавил: tihuana · Дата: 07.06.2010 ·

    Такмаксем - 6

    Ывӑнчӗ, ывӑнчӗ,
    Сылтӑм ура ывӑнчӗ.
    Сылтӑм ура ывӑнмарӗ,
    Гармонисчӗ ывӑнчӗ.

    Хӗвел тухса сарӑлсан
    Пӗтӗм ҫӗре ӑшӑтать.
    Эпир ташша тытӑясан
    Урай кашти авӑнать.

    Хитре тетӗр — и пире ?
    Чипер тетӗр —и пире?
    Хитре мар та чипер мар,
    Пӑхсан — куҫ илмелле мар.

    Кала, кала, купӑсҫӑ,
    Кала савӑнӑҫлӑрах.
    Эс хаваслӑ каласан
    Ташлама ҫӑмӑлтарах.

    Алӑ ҫупӑр, алӑ ҫупӑр,
    Уншӑн алӑ Ыратмасть.
    Алӑ ҫупса ташласан
    Купӑсҫӑ та ывӑнмасть.

    Улма парап, илетни?
    Чӗрҫи ҫине хуратни?
    Ташша чӗнеп, тухатни?
    Мана кӑмӑл тӑватни?

    Сарӑ кайӑк, сарӑ кайӑк,
    Сарӑ кайӑк чӗппи эп.
    Атте — аннен кӗҫӗн хӗрё,
    Ҫавӑнпа хаваслӑ эп.

    Серте татнӑ вӑхӑтра
    Анне хутаҫ памарӗ.
    Телей килнӗ вӑхӑтра
    Атте укҫа памарӗ.

    Хоп —хоп! калани
    Вӗрене хуппи сӳни мар.
    Ташланипе юрлани
    Ҫынна усал туни мар.



    Такмаксен пуххи · Добавить комментарий (0) · Просмотров: 1387 · Добавил: tihuana · Дата: 06.06.2010 ·

    Такмаксем - 5

    Симӗс - симӗс, ешӗл— ешёл
    Сӗм вӑрманӑн ҫулҫисем.
    Нумай — нумай аса килӗҫ
    Юрласа ташланисем.

    Сикӗр — сикӗр шывалла
    Шыв сирпӗнсе тӑмалла.
    Ташлӑр халӗ ташшине
    Ҫын тёлӗнсе тӑмалла.

    Ташласан — ташланӑ пек,
    Юрласан — юрланӑ пек.
    Ташламасан, юрламасан
    Хӑнара та пулман пек.

    Савӑнмалла, савӑнмалла,
    Савӑнӑҫлӑ пулмалла,
    Ҫунса тӑран чӗрене
    Ташласа пусармалла.

    Чӳречине у ҫ ӑ р - х а,
    Уҫӑ сывлӑш кӗтӗр — ха.
    Пире такмак калама та
    Кӑштах ҫӑмӑл пултӑр - х а.

    Юман — и сирӗн урай?
    Ҫ ӑ к а - и сирён урай?
    Эпир ташша тухсассӑн
    Чӑтайё — и сирӗн урай?

    Ши — ши — ши вара,
    Ҫумӑр ҫӑвать — ш и вара?
    Эпир кунта ташланӑшӑн
    Намӑс пулать — ш и вара?

    Кӗрен чечек тухасса
    Май уйӑхчен кётрӗмёр.
    Сирӗнпеле ташласса
    Паян кунччен кӗтрёмёр.

    Акӑ ёнтё, ҫак ӗнтё,
    Пӑхса кӑна тӑр ӗнтё.
    Аллӑм — урам хӗрсе кайрё
    Чарӑнмалла мар ӗнтё.


    Такмаксен пуххи · Добавить комментарий (0) · Просмотров: 2683 · Добавил: tihuana · Дата: 05.06.2010 ·

    Такмаксем - 4

    Тавтапуҫах куккукне
    Ҫич ҫӑмарта тунӑшӑн.
    Тавтапуҫах купӑсҫине
    Пире ташлаттарнӑшӑн.

    Уйӑх та пур, хӗвел те пур
    Ҫӗре ҫутатаканни.
    Юрӑ та пур, ташӑ та пур
    Пире килӗшекенни.

    Сётел тӑваткӑл пулать,
    Ури тӑваттӑ пулать.
    Эпир кунта ташлани
    Ёмёр асӑнма юлать.

    Мана анне юратать,
    Ялан ырӑ ҫеҫ сунать.
    Эп ташлама тухсассӑн
    Мана пӑхса савӑнать.

    Улма йывӑҫ лартаҫҫӗ
    Улми пулмасассӑн та.
    Ёҫчен ҫынна юратаҫҫӗ
    Хитре пулмасассӑн та.

    Ҫӳлте ҫӑлтӑр нумаййипе
    Пёлёт авӑнса тӑрать.
    Алӑ ҫупса ташланипе
    Чунӑм савӑнса тӑрать.

    Ҫырла тесе ма калас?
    Ҫеҫки ҫинче хӗрлӗрен.
    Чипер тесе ма калас?
    Пит ҫӑмарти хӗрлӗрен.

    Кӑвак тутӑр та пулать,
    Хёрлё тутӑр та пулать.
    Вӑйҫӑ нумай каласан
    Ывӑнма та пултарать.

    Гармонистӑн пӳрнисем
    Вылянарах тӑраҫҫӗ,
    Ҫавӑнпа та гармониста
    Юратарах параҫҫӗ.


    Такмаксен пуххи · Добавить комментарий (0) · Просмотров: 1382 · Добавил: tihuana · Дата: 04.06.2010 ·

    Такмаксем - 3

    Эп юрлама тухатӑп.
    Эп ташлама тухатӑп.
    Хамӑн юррӑм — ташшӑмпа
    Сире савӑнтаратӑп.

    Симӗс курӑк хушшинче
    Ҫарран ҫӳрес килетман.
    Сирӗн ума тухсассӑн
    Юрлас — ташлас килет ман.

    Юрлама та юратап,
    Ташлама та юратап.
    Пуринчен те ытларах
    Эпӗ сире юратап.

    Ташласшӑн та марччӗ эп,
    Юрласшӑн та марччӗ эп.
    Купӑс хаваслӑ калать, —
    Чӑтса тӑраймастӑп эп.

    Тухатӑп, тухатӑп,
    Сирӗн ума тухатӑп.
    Ытла нумай ташламастӑп,
    Кӑмӑл туса паратӑп.

    Эп ташлама тухатӑп,
    Алӑ ҫупма ыйтатӑп.
    Ташламанни нумай пулать,
    Вӑтанма пултаратӑп.

    Симӗс курӑк ҫийӗнче
    Ҫарран ҫӳрессӗм килет.
    Алӑ ҫупсан — ҫупмасан та,
    Ҫавах ташлассӑм килет.

    Тӑпӑр— тӑпӑр тутарать,
    Хӗрӗ маттур, пултарать.
    Пӑхса тӑракансене
    Савӑнтарма пултарать.

    Шыва кайма мӗн лайӑх?
    Мӑшӑр витре пит лайӑх.
    Хирӗҫ тӑрса ташлама
    Чипер хӗрсем пит лайӑх.

    Такмаксен пуххи · Добавить комментарий (0) · Просмотров: 1458 · Добавил: tihuana · Дата: 03.06.2010 ·

    Такмаксем - 2

    Шурӑ кёпе тӑхӑнтӑмӑр,
    Хёрлё саппун ҫакрӑмӑр,
    Юрлама та ташлама
    Сирён ума тухрӑмӑр.

    Урай хӑми вӑрӑм пултӑр,
    Вӑрӑм та яка пултӑр.
    Пирӗн ташӑ хитре пултӑр,
    Сирӗн кӑмӑла кайтӑр.

    Сар чечекне татар — и?
    Татса кӑшӑл тӑвар — и?
    Хамӑр юрӑ — ташӑпа
    Сире савӑнтарар — и?

    Хирти сарӑ чечекпе
    Пӗрлех шӑтса ӳсрӗмӗр.
    Ҫавӑнпа та чечек пек
    Ытла хитре пултӑмӑр.

    Анне мана каларӗ:
    "Хитре тутӑр ҫых, — терё.
    — Халӑх умне тухсассӑн
    Савӑнӑҫлӑ пул", — терӗ.

    Мана анне ҫуратнӑ
    Ҫӗр ҫинче телей курма.
    Юрлама та ташлама,
    Ҫынсене савӑнтарма.

    Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ,
    Ытла лайӑх вылян эс.
    Ытла лайӑх выляса
    Пире савӑнтаран эс.

    Уйӑх тулнӑ, уйӑх тулнӑ,
    Уйӑх тулнӑ тахҫанах.
    Тус—тантӑшпа ташлама
    Ёмӗтленнё тахҫанах.

    Эп хаваслӑ, эп хаваслӑ,
    Эп хаваслӑ хёр ача.
    Эп хаваслӑ пулмасан
    Ташламастӑп ҫакӑнта.

    Такмаксен пуххи · Добавить комментарий (0) · Просмотров: 1549 · Добавил: tihuana · Дата: 02.06.2010 ·

    1-10 11-11
    Шихазаны forever!!! © 2024
    ПРОФИЛЬ
    Гость

    Личные сообщения


    Логин:
    Пароль:
    ЭТО НАДО ВИДЕТЬ
    ССЫЛКИ
  • Оф.сайт села Шихазаны
  • PDA-версия сайта
  • Свадебный портал Канаша
  • Сообщество Шихазаны
  • Спорт в Шихазанах
  • Мы ВКонтакте
  • Страница в Wikipedia
  • ФСК - Шихазаны
  • ПЕРЛОВКА
  • Фотоальбом Центр
  • Форум Канаша
  • Хабрахабр
  • Полезности
  • Просто плеер
  • Каталог сайтов
  • Реклама в Канаше
  • Знай ПРАВДУ!
  • ГТРК Чувашия
  • Поддержи проект

    ЭТО ПОМОЖЕТ САЙТУ



    МЕШАЕТ РЕКЛАМА?
    Creative Commons Attribution/Share-Alike 3.0 и GFDL · Лёгкий способ бросить курить · Вы вошли как Гость · "Гости" · ЛС() · Выход